25 ҫул каялла Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн сайтне туса хунӑ. Ҫав ятпа паян республтика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ, салама CAP.RU порталта вырнаҫтарнӑ.
«Республика пурнӑҫӗ, уйрӑм ҫын пурнӑҫӗ пекех, малтанлӑха питех палӑрсах та кайман тӗрлӗ пулӑмпа ҫитӗнӳрен йӗркеленет, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара вӗсем нумай ҫыншӑн пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ, тӗрӗссипе каласан, вӗсемсӗр ытти ыйтусене татса пама та май ҫук пулса тухать.
25 ҫул каялла Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн сайтне туса хуни шӑпах ҫавӑн пек пулӑмсен шутне кӗрет, сайтран часах портал йӗркеленчӗ, республикӑри ӗҫ тӑвакан, саккун кӑларакан тата муниципаллӑ влаҫӑн пӗтӗм органне, ҫавӑн пекех федераци влаҫӗн мӗн пур органӗн сайчӗсене кӗме май паракан тытӑм пулса тӑчӗ», — тенӗ республика ертӳҫи. Наталья Володинапа Дмитрий Назиповӑн, Владимир Лидерманӑн тата республикӑри нумай-нумай специалистӑн пархатарлӑ ӗҫӗ тесе палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енре цифра танмарлӑхне пӗтерессипе ҫыхӑннӑ программӑн иккӗмӗш тапхӑр пуҫланнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь тата Тури Кӑмаша, Елчӗк районӗнчи Энтепе, Пӑрачкав районӗнчи Никулино, Вӑрмар районӗнчи Анаткас ялӗсене интернет ҫыхӑнӑвне ҫитернӗ.
Цифра аталанӑвӗн министерствипе «Ростелеком» организаци 100 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан ялсене 4G технологиллӗ ҫыхӑну ҫитереҫҫӗ. 2022 ҫулта 38 база станцийӗ тума палӑртнӑ.
Цифра танмарлӑхне пӗтерессипе ҫыхӑннӑ программӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче 250 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан Чӑваш Енри 328 яла интернет ҫыхӑнӑвӗ ҫитернӗ.
Регион управленийӗн центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Лапсар проездне юсамалла тесе пӑшӑрханакансем питех те йышлӑ. Асӑннӑ центр специалисчӗсем ун пек ҫырнине 15 хутчен шута илнӗ.
Шупашкарта пурӑнакансем кун пирки паллӑ пабликсенче евитлеҫҫӗ иккен. Хула ҫыннисем ҫырнӑ тӑрӑх, асӑннӑ ҫулпа машинӑпа ҫӳреме йывӑр, унта та кунта шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ.
«Канаш шосси урамри 7-мӗш ҫурт патӗнчен тытӑнса Лапсар проезчӗпе кайса пӑхма сӗнетӗп. Тивӗҫлӗ мера васкавлӑн йышӑнӑр! Щебень, асфальт вакки, хӑть мӗн те пулин тупса сарӑр. Ҫулпа ҫӳреме май ҫук!», — теҫҫӗ иккен ҫынсем.
Хула ертӳҫисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫула юсассипе ҫыхӑннӑ проектпа смета документацине хатӗрленӗ, ӑна патшалӑх экспертизи витӗр кӑларма ярса панӑ. Экспертиза витӗр тухсан ҫула юсакана палӑртма аукцион ирттерӗҫ. Ҫула ҫитес ҫул юсама палӑртаҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра кӑҫалхипе иккӗмӗш ҫул Чӑваш тӗррин кунне уявлӑпӑр. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗ «Я и чувашская вышивка» (чӑв. Эпӗ тата чӑваш тӗрри) флешмоб ирттерессине пӗлтернӗ.
Тӗрӗ — халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и — кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур.
Флешмоба хутшӑнас тесен кашни ҫынах хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне (унта чӑваш тӗрри пулмалла) #ЯиЧувашскаяВышивка хэштегпа вырнаҫтарма пултарать. Музей ӗсченӗсем сӑнӳкерчӗксенчен коллаж хатӗрлесе учреждени сайтӗнче тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче вырнаҫтарӗҫ. Пурин ытла лайк пухнӑ автора музей парнепе хавхалантарӗ.
Регион управленийӗн центрӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫынсем ҫырнине тишкерсе пырать, унта халӑх мӗншӗн пӑшӑрханнине яваплисем патне ҫитерет. Юпа уйӑхӗ пирки каласан, Чӑваш Енри халӑха вакцинаци тата ҫул-йӗр ыйтӑвӗ пуринчен ытла пӑшӑрхантарнӑ.
Асӑннӑ центр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтусене пӑхса тухассин вӑтам вӑхӑчӗ — 4 сехет те 12 минут.
Уйрӑмах хастар муниципалитетсен йышӗнче — Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле. Тӑвай районӗнчен пӗр ҫыру та пулман-мӗн.
Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах чухне «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче (1 104 ҫыру) тата Инстаграмра (562 ҫыру) шӑрҫаланӑ.
Юпа уйӑхӗнче вӗсем кӑшӑлвирус, вакцинаци, сывлӑх сыхлавӗн тата ҫул-йӗр юсавӗн ыйтӑвӗсене хускатнӑ.
WhatsApp компани аккаунта хушма хатӗрпе ҫыхӑнтарма май паракан ҫӗнетӳ кӑларма пуҫланӑ, ҫапла май вара тӗп смартфона ӗҫлеттермесӗрех ун ҫинче сообщенисем яма май пулӗ.
GSMArena ҫырнӑ тӑрӑх ҫӗнетӳ Android тата iOS-лӑ хатӗрсемпе усӑ куракансене официаллӑ майпа килме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Раҫҫейре вара хальлӗхе нимӗн те пулса иртмест-ха. Тен, ҫӗнетӳ кӑшт каярах ҫитӗ.
Ку таранччен WhatsApp-па компьютерта усӑ курас тесен тӗп смартфон тӗнче тетелӗпе ҫыхӑннине тӗрӗслемелле пулнӑ.
Ҫӗнӗ функцие чи малтан телефон ҫинче ӗҫлеттерсе ямалла пулӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн аккаунтӑн пур хатӗрсенчи те ҫыхӑнӑвӗсене пӗтерӗҫ, вара кирлӗ хатӗрпе ҫыхӑнтармалла пулӗ. Ҫаксене туса ирттернӗ хыҫҫӑн тӗп смартфонпа мӗн пулнине шута илме тивмӗ, WhatsApp-па туллин усӑ курма май пулӗ.
Аса илтерер, ытти паллӑ мессенджерсем — Viber, Telegram, Discord — тӗп смартфонпа ҫав териех тачӑ ҫыхӑнман, вӗсем телефонсӑр та чиперех ӗҫлеҫҫӗ.
Кӑҫал Республика кунӗ тӗлне Чӑваш Енӗн топоними словарьне пичетлесе кӑларнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: унӑн авторӗ — Шупашкарти 387-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен географи учителӗ Иван Дубанов.
Словарь 4 пине яхӑн топоним ятӗнчен тӑрать. Кӑларӑма ял-хула, юханшыв, пӗвесемпе кӳлӗсен, ҫырма-ҫатра тата ытти ятне кӗртнӗ. Кӗнекере ҫухалнӑ ялсен ячӗсем те пур. Кӗнекене географи ячӗсем епле пуҫланса кайнине ӑнлантарса паракан халапсемпе, историлле фактсем те пуянлатнӑ.
Ҫак кунсенче вара Фейсбукра асӑннӑ кӗнекери хӑш-пӗр самант пирки тӑрӑхларах ҫырнине асӑрхама тӳр килчӗ. Поста вуланисем те темӑна сӳтсе явма хутшӑннӑ.
Эпир унччен сире Mozilla Firefox браузера хатӗрлекенсем «Common Voice» проект урлӑ чӑвашла сасӑ пухни пирки каласа панӑччӗ. Аса илтеретпӗр: ҫак проект урлӑ тӗрлӗ чӗлхепе сасӑланӑ сӑмахсемпе пуплевӗшсене усӑ курса компьютера ҫав чӗлхесемпе калаҫма тата калаҫнине текста куҫарма вӗрентме шутлаҫҫӗ.
Проект ертӳҫисем чӑвашла сасӑланӑ материал сахалтарах пулнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, ҫавна май пирӗн халӑха хастартарах хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.
Ҫак проекта хӑвӑрӑн тӳпене хывас кӑмӑл пур пулсан ӗҫӗ кӑткӑсах мар. Чи малтан ҫак сайта кӗмелле те (логинланмалла) вара «Кала» е «Итле» пайсене хутшӑнмалла. Пӗрремӗшӗнче сире 5 пуплевӗш е сӑмах сасӑлама ыйтӗҫ — сирӗн вӗсене чӑвашла каламалла. Иккӗмӗшӗнче вара ытти хутшӑнакансем сасӑланине тӗрӗслемелле пулӗ. Вунӑ минут хушшинче, калӑпӑр сахал мар пуплевӗш е сӑмах тӗрӗслеме е сасӑлама май пур. Тепӗр май каласан, ку нумай вӑхӑт йышӑнмасть — кӑмӑл ҫеҫ кирлӗ.
Чӑвашла хальхи вӑхӑтра пурӗ 22 сехетлӗх сасӑ ҫырса илнӗ, тӗрӗслев енӗпе вара 7 сехет ҫырнине ҫеҫ хутшӑнакансем пӑхса тухнӑ.
Паян каҫхине «Facebook» сервисӗсен ӗҫӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнине нумайӑшӗ сисрӗ пулӗ. Интернет-ҫӑлкуҫсене сӑнаса тӑракан «Downdetector» портал та ҫавна ҫирӗплетсе панӑ.
18 сехет те 30 минут тӗлне илсен, «Instagram» тата «WhatsApp» ҫӑлкуҫсемпе усӑ куракансем вӗсем йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пӗлтернӗ.
«Facebook» тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнне кӗрекенсенчен 75 проценчӗ веб-сайт йӗркеллӗ ӗҫлеменнине сиснӗ, 15 проценчӗ авторизациленеймен.
«WhatsApp» приложенипе те ыррӑн усӑ курма йывӑр. «Instagram» пирки те ҫавнах каламалла.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Twitter» ӗҫӗнче йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Ҫавӑ Германире, Ирландире, Испанире, Италире, Нидерландинче тата Францинче сисӗннӗ. Великобританире, Канадӑра тата АПШра та йывӑрлӑх пулнӑ.
Раҫҫейӗн Культура министерстви «Культура» наци проектне пурнӑҫласа социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 100-е яхӑн пулӑма онлайн-трансляци мелӗпе «Культура.РФ» порталта кӑтартасшӑн. Ҫӗнӗлӗх ҫӗршывра пурӑнакансене культурӑпа ҫывӑхланма май парасса шанаҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ онлайн-трансляци валли суйланӑ проектсем витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Мускавсене унта А.С. Пушкин пьеси тӑрӑх лартнӑ «Метель» (чӑв. Ҫил-тӑман) драма килӗшнӗ. Асӑннӑ ӗҫе «Театр — ачасем валли» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн лартнӑ. «Ку вӑл — пирӗн чи лайӑх спектакльсенчен пӗри», — тенӗ театр директорӗ Елена Николаева.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |